Ваттисене хисеплес туйáмпа, ырá сáмахпа чунéсене áшáтма юпа уйáхéн 1-мéшéнче, тéнчери ваттисен кунéпе саламлама Поваркасси культура çуртне пухáнтáмáр. Малтанах сáмах Паваркасси ял тáрáхéн пуçлáхĕ Иван. Иванович. Данилов илчé. Вáл ватáсене малалла пурáнма сывлáх сунчé, пире, çамрáксене çакáн пек уяв туса панáшáн тав турé. Ялти библиотекарь Альбина Николаева çак каç тéлне кéнеке куравé йéркеленé «Я на пенсии сижу, время зря не провожу». Ҫавáн пекех библиотекарь тéрлé кéнекесемпе тата журналсемпе паллаштарчé. Вéсен шутéнче: «Как быть здоровым», «Огород», «Моя прекрасная дача», «Пенсионер» тата ытти те. Юлашкинчен культура éçченéсем шкул ачисемпе пéрле ватáсене юрá–кéвéпе савăнтарчéç, чейпе кукăльпе сáйларéç.